Иртнӗ шӑматкун Раҫҫейре, ҫав шутра – Чӑваш Енре те, «Наци кросӗ» иртнӗ. Унта мӗн чухлӗ ҫын хутшӑнни паллӑ.
Чӑваш Енре 43 пин ҫын старта тухнӑ. Кашни 16-мӗш ҫын – Шупашкарта. Тӗп хулара 2,6 пин ҫын «Наци кросне» хутшӑннӑ. Финиша чи малтан чупса ҫитнисене дипломпа тата парнепе хавхалантарнӑ.
Пирӗн республикӑра «Наци кросӗ» 2004 ҫултанпа иртет. Сӑмах май. 2017 ҫулта Чӑваш Енре 61,2 пин ҫын старта тухнӑ.
Чӑваш Енре «Наци кросӗ» черетлӗ хут иртнӗ. Паллах, ытти тӑрӑхпа танлаштарсан, Шупашкарта чи нумай ҫын хутшӑннӑ. Унта 16 пин ҫын старта тухнӑ.
12 сехетре пурте кӳлмеке пухӑннӑ. Старта Европа кубокӗн ҫӗнтерӳҫи Клавдия Афанасьева панӑ. VIP-чупуна ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. ЧР Элтеперӗн администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев, Алексей Ладыков та старта тухнӑ.
Кӑҫал чи ҫамрӑк спортсмен 2 ҫулта пулнӑ, чи ваттисем вара — 82 ҫулти Леонид Никифоров тата 85-ри Миранда Кольцова.
Тӗрлӗ ӳсӗмре пӗрремӗш вырӑна тухнисене асӑнса хӑварар: Дарья Васильева, Михаил Ефимов, Лилия Степанова, Николай Сергеев, Ольга Николаева, Олег Ильин, Виктория Соловьева, Николай Сергеев, Татьяна Ефимова, Александр Васильев.
Пӗтӗм Раҫҫейри Наци кросӗ ҫулсеренех иртет. Ӑна Чӑваш Енри хуласенче, районсенче хаваспах ирттереҫҫӗ, унта ҫынсем хастар хутшӑнаҫҫӗ.
Кӑҫал Наци кросӗ авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулӗ. Шупашкарсем ун чухне кӳлмек хӗррине пухӑнӗҫ.
Шупашкарти Мускав районӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кроса хутшӑнакансене ирхи 8 сехетрен пуҫласа 11 сехет ҫурӑччен регистрацилӗҫ. Чупу 12 сехетре пуҫланӗ.
Программӑпа килӗшӳллӗн, кроса хутшӑнакансем 1, 2, 6, 8 тата 12 ҫухрӑм чупӗҫ. Спорт мероприятине кирек кам та, ӳсӗмне пӑхмасӑр, хутшӑнма пултарать. Вӗсен йышӑннӑ йӗркепе килӗшӳллӗн заявка ҫеҫ ҫырмалла.
Кросра ҫӗнтернисене медальсемпе, дипломсемпе, парнесемпе хавхалантарӗҫ.
Ҫулсерен иртекен массӑллӑ спорт мероприятине Чӑваш Енре 2004 ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫалхи паян иртнӗ. Унта яланхиллех тӗрлӗ шайри тӳре-шара хутшӑннӑ. Ҫав шутра — Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та. Хӑй те спортпа туслӑ та, физкультурӑпа тата спортпа туслӑ пулнӑшӑн вӑл уява хутшӑнакансене тав тунӑ. «Ӗнер республикӑра Сывлӑх кунӗ иртнӗ май ҫемьесемпех спорт уявӗсене хутшӑнчӗҫ. Паян, ав, тепӗр спорт уявӗ», — тенӗ вӑл.
«Наци кросӗ» чӑннипех те массӑллӑ мероприяти пулса пырать. Пӗлтӗр унта 54 пине яхӑн хутшӑннӑ-мӗн. Кӑҫал ҫанталӑк хитрине кура унта сахаллӑн тухман.
Ӑмӑрту кӑнтӑрлахи 12 сехетре пуҫланнӑ. Старта Марафон чупӑвӗпе XXX Олимпиадӑра бронза медале тивӗҫнӗ Татьяна Архипова уҫнӑ. Михаил Васильевич VIP-чупӑва хутшӑнса 2015 метра чупнӑ.
Сӑнсем (25)
Вырсарникун, авӑнӑн 22-мӗшӗнче Раҫҫейре Чупу кунӗ иртет. Ҫак куна халаласа республика тӗп хулинче «Наци кросӗ-2013» ирттерме палӑртнӑ.
— Кӑмӑл пур пулсан старта пурте тухма пултараҫҫӗ, — пӗлтереҫҫӗ хула администрацийӗн пресс-службинче.
Авӑнӑн 22-мӗшӗнче ирхи 8:30 сехетсенче чупӑва хутшӑнакансен регистрацийӗ иртет. Мэрире палӑртнӑ тӑрӑх кроса хутшӑнма кӑмӑл тӑвакансем малтанах, электронлӑ майпа регистрациленме пултараҫҫӗ.
«Наци кросне» 11:30 сехетре уҫма палӑртнӑ. Пӗрремӗш старта, Раҫҫейӗн ытти кӗтесӗсенчи пекех 12:00 сехетре парӗҫ.
Яланхи пекех «Наци кросӗн» ҫӗнтерӳҫисене медальсемпе, дипломсемпе тата асӑнмалӑх парнесемпе чыслӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх мероприяти Шупашкар хулан кӳлмекӗнче иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |